Нумаях пулмасть республикӑри чӑваш чӗлхи учителӗсем «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» темӑпа семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче иртттернӗ.
Семинара республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулӗн директорӗ А.К. Филиппова, гуманитари институчӗн тӗпчевҫи Алос-и-Фонт Эктор, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин, наци вӗренӳ центрӗн ӗҫтешӗсем, вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Тӗп калаҫу вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсем тавра пулчӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Вӗренӳ институтӗнче. Ӗҫ пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ют чӗлхе методикине те вырӑнлӑ усӑ курма май пуррине палӑртнӑ-мӗн унта.
«Кала-ха» вӗренӳ кӗнекин авторӗ Александр Блинов вара кӗнекен тытӑмӗпе паллаштарнӑ. Кӗнекере вӗренӳ материалне кулӑшла, мыскараллӑ та хаваслӑ, шкул пурнӑҫӗпе, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса кӑтартнине пӗлтернӗ вӑл. Вӗренӳ кӗнекин материалне ятарлӑ сайта вырнаҫтарнине, унпа вӗренекенсем те вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» конференци ирттерет. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери шая кӑларнӑ.
Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Юрий Виноградов доцент 70 ҫул, Альбина Волкова доцент 55 ҫул тултарнине халалланӑ.
Конференци программине ҫакнашкал секцисен ӗҫне кӗртме палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхепе литература вӗрентӗвӗн аталану ҫул-йӗрӗ», «Тӑван чӗлхине ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»; «Тӑван мар чӗлхесене ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»;«Тӑван литературӑна ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси».
Конференцие хутшӑнма Раҫҫейри, ҫывӑх тата инҫет ҫӗршывсен тӗпчевҫисене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине тата доклад материалне йӗркелӳ комитетне кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитермеллине пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулта «Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн вырӑсла тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси» ятпа стажировка иртнӗ.
Стажировкӑна республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленӗ.
Пӗлӗве ӳстерме 108 сехетлӗ программӑпа дистанци курсне куҫамлӑ вӗҫлекенсем пухӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенчи тата Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Куславкка, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем инҫе ҫула хаваспах тухни пирки Вӗренӳ инстиутчӗ пӗлтерет.
Пӗлӗве ӳстермелли курсра вӗренекенсем валли А.А. Ядрицова «Н.И. Ашмарин — чӑваш чӗлхине тӗпчекен», А.А. Такина «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче усӑ куракан хальхи технологисем», Г.М. Назарова «Анатолий Гин методикипе хатӗрленӗ урок конструкцийӗ», Г.Д. Карсакова «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче юрӑпа усӑ курни» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Сӑнсем (7)
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, интернет технологийӗсемпе вӗренӳре усӑ курассине аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Вӗренӳ институчӗ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш ачисен интернет-олимпиадине ирттернӗ.
Интернет-олимпиадӑна хамӑр республикӑра тата унӑн тулашӗнчи 7–9 классенче вӗренекен 1253 ача хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен 150 ытла ача пулнӑ.
Чӗлхе, литература, культура тата тӑван ен историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чӑваш шкулӗнчи 490 тата вырӑс шкулӗнчи 763 ача хуравланӑ.
Олимпиадӑра мала тухнисене дипломсем парса чыслӗҫ, ыттисем хутшӑннине ӗнентерекен сертификат илӗҫ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне иртнӗ уйӑх вӗҫӗччен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ректор пулма Сергей Савина шаннӑ.
Сергей Михайлович пирки институт сайтӗнче педагогикӑра тата ертсе пырас ӗҫре пуян опытлӑ тесе палӑртнӑ. Сергей Савин — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Ҫӗнӗ ректорпа юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Владимир Иванов коллектива паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ректорпа паллаштарма профиль министерствинчен министр ҫумӗ Светлана Петрова та пырса ҫитнӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче Вӗренӳ институчӗн пӗлтерӗшӗ пирки асӑнса хӑварнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ республикӑри вӗрентекенсен пӗлӗвне, вӗсен професси шайне ӳстерессипе, вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлет.
ЧР вӗренӳ институтӗнче тӑван чӗлхепе вырӑс чӗлхи учителӗсен ӑсталӑх урокӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ.
Фестиваль кӑҫал саккӑрмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем Раҫҫей субьекчӗсенче пухӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем вара Мускавра ӑмӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал ӑсталӑх урокӗсем Шупашкарта, Питӗрте, Саранскра тата Нальчикре пулнӑ.
Шупашкарта Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанов тата Алена Ядрицова кӑтартнӑ. Кӑҫал Мускава кайма тивӗҫнӗ Светлана Тяхмусова (Шупашкарти 43-мӗш шкул), Валентина Ефимова (Куславккари 3-мӗш шкул) тата Валентина Иванова (Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗ) те пухӑннисене хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ.
Кашни урок хӑйне май иртнӗ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн ректорне Елизавета Казаковӑна ӗнертен отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер йышӑннӑ. Отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хутра Казакова мӗншӗн тивӗҫтерме пӑрахни пирки асӑнман.
Институтӑн сайтӗнче ҫак самантра ректор тесе ҫырнинче Казакова хушаматне хуратман-ха. Унта ҫырнӑ автобиографи тӑрӑх хакласан, Елизавета Казакова 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах ӑҫта вӑл ҫут тӗнчене килнине кӑтартман. Вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенне вӗренсе пӗтернӗскер шкулта, ача пахчинче воспитательте тӑрӑшнӑ. Шупашкарти 16-мӗш тата 57-мӗш шкулсен директор ҫумӗнче, Вӗренӳ институтӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗскере 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ректора лартнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав проспекчӗн 31Б («Ҫеҫпӗл» кинотеатра хирӗҫ) ҫурчӗ ҫине Паллӑ чӗлхеҫӗн Иван Андреевич Андреевӑн асӑну хӑмине ҫакма палӑртнӑ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.
Андреев Иван Андреевич 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пирӗнтен 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче чӗлхе пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.
ЧР Вӗренӳ министерствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра ЧР Вӗренӳ институчӗн акт залӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республикӑри тапхӑрӗ уҫӑлать. Унта чӑваш тата вырӑс шкулӗсенче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурсӑн тата «Шевле» ӳнер ӑсталӑхӗн конкурсне кӗртнӗ.
Фестивале районсенчи тапхӑрта мала тухнӑ ачасем хутшӑнӗҫ. «Ҫалтӑрчӑк» конкурса пӗтӗмпе пилӗк станципе ирттерӗҫ. Вӗсем:
1. «Чӗлхе — халӑх мулӗ» — чӑваш чӗлхи».
2. «Чӑваш халӑхӗн нумай ҫӑлтӑр, Ҫеҫпӗл, Иванов…»
3. «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ»
4. «Илемлӗх тӗнчи — чӑваш литератури» (чӑваш литературин классикӗсен тата юбилярсен хайлавӗсене илемлӗ вулани).
5. «Пирӗн пултарулӑх» — ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани тата ытти те.
Конкурса хутшӑнакан кашни ача кашни станци витӗр тухать. «Шевле — 2015» конкурсра ачасен литература хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх виҫӗ сехетре ӳкерчӗк хатӗрлемелле пулӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри палӑртать. Кун пирки халӑха информаци хатӗрӗсем урлӑ пӗлтерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |